Илен кунӗ хыҫҫӑн ваттисем шыва кӗме хушман. Ҫав кун ҫӳлти хӑватсем шыва пӑр катӑкӗ яраҫҫӗ-мӗн. Анчах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те ҫанталӑк самай шӑрӑх тӑчӗ. Ҫавна май шыва кӗрекенсем те пур.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Чуракасси ялӗн каччи Атӑлта чӑмпӑлтатнӑ чухне путса вилнӗ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӳхеннӗ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ.
Унӑн виллине республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ.
Етӗрне районӗнчи уйлӑхра шар курнӑ ачан ҫемйине ҫурт лартса парӗҫ. Ҫук-ха, тен, хваттер уйӑрӗҫ. Кун пирки уҫӑмлах каламан та, анчах ҫемьен ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас енӗпе тимлессине Чӑваш Енри Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ачан ҫемйи Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнать иккен. Ашшӗ тӑватӑ ачине пӗччен ӳстерет. Унпа этем правин хӳтӗлевҫи Надежда Прокопьева тата вырӑнти тӳре-шара тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне хайхисем ҫемьен ҫурт-йӗр условийӗ чаплах маррине, пӳрчӗ пӗчӗккине асӑрханӑ.
Аса илтерер, Муркаш районӗнчи хӗрачана Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫӗ РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫал пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине тӗрӗслеме пакунлине Мускавранах янӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Хӗтеркасси ялӗнче те трасса ҫинче васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пункт уҫӑлнӑ. Вӑл Нискассинчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вырнаҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кун пек пунктсем питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Инкексем ҫул-йӗр ҫинче, шел те, час-часах пулаҫҫӗ. Пӑтӑрмахӗ ачи-пӑчине те, вай питтипе ваттине те тиркемест. Ҫуран утакан ҫын-и вӑл е салонта ларса пыракан-и — пурне те амантать. Трасса ҫинчи инкек вырӑнне тухтӑрсем васкавлӑн ҫитсе вӑхӑтра пулӑшни питех те паха. Ҫавӑнпа та маларах, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ун пеккине Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче уҫнӑччӗ.
Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнче Ҫветтуй Троица чиркӗвне уҫнӑранпа кӑҫал 220 ҫул ҫитет. Унӑн алӑкӗсем 1798 ҫулта уҫӑлнӑ. Ун чухне вӑл йывӑҫран тунӑ храм пулнӑ. 19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче храм ҫунса кӗлленнӗ. Кун хыҫҫӑн вырӑнти халӑх ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма йышӑннӑ: анчах йывӑҫран мар, кирпӗчрен.
Чиркӳ 1935 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫав ҫул ӑна хупнӑ. Тӗрлӗ ҫулта чиркӳ ҫурчӗпе склад, шкул, библиотека пек усӑ курнӑ. Ял клубӗ те пулнӑ вӑл. Вырӑс православи чиркӗвне ӑна 2002 ҫулта кӑна панӑ.
2011 ҫулта унӑн тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ав унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Халӑх та май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Ӑна ҫӗнӗ проектпа хӑпартаҫҫӗ.
Чиркӳ ҫумӗнче вырсарни шкулне уҫнӑ, унта ачасем православи тӗнне вӗренеҫҫӗ, ӳкерме хӑнӑхаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Москакассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ Ҫатракасси ял уявӗнче хӑйӗн юррисемпе, шӳчӗсемпе халӑха савӑнтарнӑ.
Ҫатракассисем уява кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттернӗ. Ӑна ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ, хӑйӗн ӗҫне хуткупӑспа ҫыхӑнтарнӑ, культура ҫуртӗнче тата Ҫатракасси вӑтам шкулӗнче юрлама, ӳкерме тата хуткупӑспа выляма вӗрентнӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Василий Теплова халалласа ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл 90 ҫул тултаратчӗ.
Уява ертсе пынӑ Ҫатракасси вӑтам шкулӗн ӗҫченӗ, хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Светлана Федорова В.Г.Теплов ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ертсе пынӑ хора ҫӳренӗ артистсемпе паллаштарнӑ. Вӗсене сцена ҫине хӑпартса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм 2004 тата 2011 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ ачине тивӗҫлипе пӑхман, воспитани паман. Амӑшӗ ачасене ҫӑвӑнтарман, таса мар ҫӳретнӗ.
Кил-ҫуртӗнче те антисанитари хуҫаланнӑ, таса мар пулнӑ. Унашкал условисем пӗчӗк ачасене пурӑнтарма юрӑхсӑр. Ҫитменнине, амӑшӗ эрех-сӑрапа туслӑ пулнӑ, ачисем умӗнчех ӗҫнӗ. Шӑпӑрлансене хӗнени те пулнӑ.
Йӑлтах ҫакӑншӑн хӗрарӑмӑн судра явап тытма тивнӗ. Суд ларӑвӗнче вӑл ӳкӗннӗ. Ҫапах ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 180 ытла сехет ӗҫлесе татмалла.
Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗн пачӑшкин Трифон аттен виллине тупнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
85 ҫулти манах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун виллине вара виҫӗ эрнерен, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Макҫикасси ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Пачӑшкӑ ӳчӗ шывра выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Трифон аттен вилли ҫинче нимӗнле суран та асӑрхаман. Судмедэкспертсем халӗ вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем те тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, 2016 ҫулта та кунашкал тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи чиркӳ пачӑшки ҫухалнӑччӗ. Унӑн виллине пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха патӗнчи пӗвере тупнӑччӗ.
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.
Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ манаха шырать. Трифон атте Муркаш районӗнчи арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗнче службӑра пулнӑ.
Унӑн чӑн ячӗ — Ананео Владимир Евгеньевич. Вӑл 85 ҫулта. Трифон атте утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ватӑскер ӑҫталла кайни паллӑ мар.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ манах мӗнлереххине пӗлтерет: Трифон атте 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерккескер, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, кӑштах шуралнӑ. Трифон атте манах тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ӑна куракансене 02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Кӗсье телефонӗнчен – 112 номерпе.
Шупашкар хула администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене таса уй ра ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Унта инфратытӑм пачах ҫук.
Лаптӑксене Муркаш районӗнчи Катикасси ял тӑрӑхӗнче уйӑрса панӑ. Унта вара ҫурт хӑпартмашкӑн условисем ҫук: инженери инфратытӑмне йӗркелемен. Ҫемьесем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах мэри пӗрех хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫламан, ҫӗр лаптӑкӗсем патне инфратытӑм илсе ҫитермен.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче пиговор ҫемьесене хӳтӗленӗ: Шупашкар хула администрацине 9 уйӑхра поселок таран коммуникаци илсе ҫитермелле тесе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |